Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
5 Апрелӗн 2022, 15:50

Ĕпхÿре ачери-биатлонпа Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ

Асăннă спорт тĕсĕнче спортсменсем винтовкăпа мар, ухăпа переççĕ. Раççей шайĕнче çак йышши пысăк ăмăрту кăçал пĕрре мар иртет. Маларах республикăн шĕкĕр хули 19 çултан кĕçĕнрех спортсменсен Раççей первенствине ирттернĕ.

Ĕпхÿре ачери-биатлонпа Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ
Ĕпхÿре ачери-биатлонпа Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче вăйлă çил вĕрни спортсменсемпе йĕркелÿçĕсене пысăк йывăрлăхсем кÿнĕ. Ухăран тĕл пенĕ чух çанталăк лăпкă пулни питĕрех те кирлĕ услови. Çавăнпа та ăмăртура ухăçăсене çăмăл пулман.

Пĕрремĕш кун спортсменсем харпăр хăй (индивидуальный) ăмăртăва хутшăннă. Çавăн пекех программăра спринт (кĕске хушша чупăшни), гонка преследования (пĕр-пĕринчен хăваласа иртни), эстафета тата масс-старт (пурте пĕр вырăнтан тапранни) та пулнă. Спортсменсем пурĕ 8 регионтан килсе çитнĕ: Ярослав, Калуга, Мускав облаçĕсенчен, Ямалпа Ненецк автономи округĕнчен тата ыт. те.  Арçынсенчен республика чысне юниорсен суйласа пухнă ушкăнĕ çеç хÿтĕленĕ.

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ 17 çулти Данил Федоров ачери-биатлон спорт тĕсне нумай пулмасть алла илнĕ пулсан та кĕске вăхăт хушшинче Раççей чемпоначĕн шайне тухма пултарнă. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Самар облаçĕнчи Антон Азанов çĕнсе илнĕ.  Пушкăртстан хĕрĕсен йышĕнче Анастасия Сафонова (Пелепей хули), Александра Байболдина тата Александра Ямалетдинова эстафетăра мала тухнă. Çирĕм пĕр çул тултарнă Анастасия Сафонова масс-стартра та çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Пушкăртстан хĕрĕсен пухмачĕнче харпăр хăй ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн виçĕ кĕмĕл тата 4 пăхăр медаль пур.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: