Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
26 Апрелӗн 2022, 11:45

Маттур, Полина!

2022 çулхи март уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мияки ялĕнчи тĕп культура керменĕнче «Живая классика» Пĕтĕм Раççейри çамрăк сăвă вулакансен конкурсĕн районти тапхăрĕ иртнĕ.

Маттур, Полина!
Маттур, Полина!

Йĕркене кĕнĕ конкурс хальхи вăхăтри авторсен çеç мар, авалхи классиксен кĕнекисемпе кăсăкланма хистет, ачасемпе çамрăксен тавракурăмне анлăлатать, пултаруллă ачасене шыраса тупма, вĕсене пулăшма май парать.
Районти çамрăк сăвă вулакансен конкурсĕнче Мияки районĕнчи 12 шкултан 32 ача хутшăннă. Конкурсантсене яваплă жюри хак панă. Кекен ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул чысне 7-мĕш класра вĕренекен Полина Шуркова хÿтĕленĕ. Вăл Виталий Закруткинăн «Матерь человеческая» повеç сыпăкне вуланă. Полинăна «Чи витĕмлĕ вулав» («Самое проникновенное исполнение») номинацире çĕнтерÿçĕ пулнишĕн саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿсем тума пултарулăх хавхаланăвĕ ÿссе пытăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: