Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
31 Июлӗн 2022, 15:45

Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Оҙон бәйге» ăмăрту çĕнтерÿçине тата призерсене чысланă

 Июль уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Баймак районĕнче иртнĕ «Башкорт аты» («Пушкăрт лаши») фестиваль программи пуян та анлă пулнă. Кунта «Оҙон бәйге» лаша спорчĕ енĕпе ăмăрту йĕркелнĕ. Вăл мĕнле иртнине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сăнаса тăнă, каярах чи пултаруллă юлан утçăсене парнесем парса чысланă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Оҙон бәйге» ăмăрту çĕнтерÿçине тата призерсене чысланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Оҙон бәйге» ăмăрту çĕнтерÿçине тата призерсене чысланă

Вун тăватă çухрăма чупса Баймак районĕнчи Алмас Шугуров тата унăн Турусай лаши мала тухнă. Республика Пуçлăхĕ ăна ăмăртăвăн тĕп парнине – «Лада Гранта» автомобиле - парса чысланă.

Иккĕмĕш вырăна Челябинск облаçĕнчен килнĕ хăна тухнă, вăл 120 пин тенкĕ укçана тивĕçнĕ. Ăмăртавăн виççĕмĕш пусми çине каллех Баймак районĕн юлан утçи хăпарнă, 90 пин тенкĕллĕ пулнă.

 «Пушкăрт лаши» фестиваль программипе килĕшÿллĕн «Мэргэн уксы» регионсем хушшинчи ухăçăсен фестивалĕ, «Байге» пушкăрт многоборье чемпионачĕ, кăмăс тăвакансен конкурсĕ тата пушкăрт лашисен ăратне сыхласа хăварас ыйтупа çавра сĕтел иртнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: