Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
15 Сентябрӗн 2022, 10:35

Çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртĕç

Сентябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хули «Грузовикăн чи лайăх водителĕ» Пĕтĕм Раççейри профессиллĕ ăсталăх конкурсне хутшăнĕ. Ăна «Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче ирттерĕç. Вăл «Транспорт тата строительство» Пĕтĕм тĕнчери конгресăн лапамĕсенчен пĕри пулса тăрĕ.

Çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртĕç
Çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртĕç

Мероприятин тĕп тĕллевĕ – професси пĕлĕвне аталантарасси, грузовик водителĕ профессин пĕлтерĕшне çÿлерех шая çĕклесси, çул юхăмне хутшăнакансене машинăна хăрушсăрлăхлă тытса пымалли йăлана хăнăхтарасси. Конкурса вырсарни кун, сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Уфа-арена» лапамра официаллă майпа уçĕç. Чи лайăх водительсене тупса палăртас тĕллевпе Пушкăртстан Республикине 18 регионти тата 30 муниципаллă пĕрлĕхри транспорт организацийĕсен 55 представителĕ килсе çитĕ. Çав шутра – Санкт-Петербургпа Екатеринбург, Ижевскпа Мускав, Чул хулапа Новосибирск, Рязаньпа Омск, Магнитогорскпа Сургут тата ыттисем.

Конкурс шайĕнче ăмăртăва хутшăнакансем водитель ăсталăхне кăтартса паракан тĕрĕслевсем витĕр иртĕç. Вĕсем ятарлă трасса тăрăх тата хăйне евĕрлĕ условисенче грузовик рульне тытса пырĕç. Унсăр пуçне теори пĕлĕвне тата çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине кăтартса парĕç. Çавăн пекех ăмăртусен программине «Черчен груз» модуле те кĕртнĕ. Старт умĕн грузовик кузовне шывпа тултарнă уçă контейнер вырнаçтарĕç. Водителĕн тĕллевĕ – çак шĕвеке стартран пуçласа финиша çитиччен пĕр тумлам шыв тăкмасăр илсе çитересси. Конкурс трассине кулленхи ĕçре тĕл пулакан ларусене шута илсе хатĕрленĕ.

 Ăмăртусем икĕ категорипе иртĕç: 10 пин тонна çитиччен тата 10 пин тонна ытла çăк тиеме пултаракан автомобильсем. Йĕркелÿçĕсем кашни ушкăн валли уйрăм кун уйăрнă. Кашни водителĕн хăйĕн юратнă автомобилĕ пур, анчах ăмăрту вăхăтĕнче вĕсем «КамАЗпа» «ГАЗ» рулĕсем умне ларĕç. Чылай водитель маларах хăнăхма хăш грузовик рулĕ умне ларасси пирки ыйтса пĕлнĕ. Вĕсем çакăн йышши автомобиле хăйсен регионĕсенче шыранă. Конкурсăн пĕтĕмĕшле парне фончĕ 1 000 000 тенкĕпе танлашать. Ăмăрту йĕркелÿçисем - РФ Транспорт министерстви тата Автомобиль транспорчĕн наукăпа тĕпчев институчĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: