Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
27 Нарӑсӑн 2023, 12:55

Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне

Ачасен çитĕнĕвĕ кирек кама та савăнтарать. Вĕренÿре-и вăл,  спортра-и е тата урăх енĕпе? Уйрăмах ашшĕ-амăшĕшĕн, çывăх çыннисемшĕн кăмăллă пулăм. Ун пек чухне ирĕксĕрех мăнаçланас, ырă хыпара тус-пĕлĕшсене пĕлтерес килет. Мĕн тăвăн, этемĕн кăмăлĕ çапла. Эпир пурте чĕрĕ çынсем – хурлансан макăратпăр, савăнсан сăн-пит кулăпа тулать.

Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне
Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне

Çакăн евĕр шухăшлав патне ытахальтен килсе тухмарăм-ха эпĕ. Çак кунсенче, тĕрĕсрех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче,  А.Ф, Ахметханов полици генерал-лейтенантне асра тытса Ĕпхÿре пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ енĕпе хулари уçă конкурс иртнĕ. Унта пурĕ Пушкăртстанри 15 кадет шкулĕ хутшăннă. Кĕрешÿ хĕрÿ те çивĕч пынă. Кадетсем стройпа утассипе, электронлă пăшалтан тĕл перессипе, малтанхи медицина пулашăвĕ парассипе, Калашников автоматне салатса пуçтарассипе, магазина патрон тултарассипе, ОЗК тăхăнассипе ăмăртнă. Çак ăмăртура Çтерлĕри 4№ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем пĕртăван Максимпа Данил Даниловсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, медальсене тивĕçнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнчи «Сарби» эстрадăпа фольклор ансамбль солисткин Анна Данилован ывăлĕсем пулса тăраççĕ.

«Çак ăмăртура манăн ывăлсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Урра!!! Маттур манăн Максимпа Данил. Эпĕ сире юрататăп, сирĕнпе мăнаçланатăп. Сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те тăнăç пурнăç сунатăп. Пысăк тав хамăрăн 4№ кадет шкулне», - тесе çырать социаллă сетьре чĕри савăнăçпа тулнă ачасен амăшĕ Анна Николаевна.

Эпир те çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене саламласа ăнăçу сунатпăр. Ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пыччĕр.

Юрий СНЕГОПАД.

Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне
Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне
Ывăлĕсен çитĕнĕвĕ - амăшĕшĕн хаклă парне
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: