Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
21 Апрелӗн 2023, 07:15

Иван Яковлевăн калавĕсем паяхи кун та пĕлтерĕшлĕ

Ĕнер, апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Пелепей хулинчи чăваш гимназинче Иван Яковлев чăвашсен улăпĕ çуралнăранпа 175 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа районти чăваш шкулĕсенчи 2-8 классенче вĕренекенсем хушшинче унăн хайлавĕсене пăхмасăр илемлĕ вулассипе конкурс иртрĕ.

Иван Яковлевăн калавĕсем паяхи кун та пĕлтерĕшлĕ
Иван Яковлевăн калавĕсем паяхи кун та пĕлтерĕшлĕ

Малтанах пухăннисене гимнази вĕренекенĕсемпе шкул çулне çитмен шăпарлансем юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕн директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Полина Кирилова конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса вĕсене çак çуртра йышăнма хавас пулнине пĕлтерчĕ.

 Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенен юбилейне халалланă конкурсра Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕпе 1№ шкул, Слакпуç, Ермолкино, Метевпуç шкулĕсенчи ачасем ăмăртрĕç. Вĕсем Иван Яковлевăн «Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Чакак», «Хураçка» тата ытти калавĕсене вуларĕç. Вĕсем паянхи кун та воспитани енчен илсен çамрăк арушăн пĕлтерешлĕ. Мероприяти Наци тумĕн кунĕпе тÿр килнĕ май кашни конкурсантах сцена çине наци костюмĕпе тухрĕ. Ачасен ăсталăхĕпе пултарулăхне районти вĕрентÿ управлени  ĕçченĕ Светлана Гареева ертсе пыракан пилĕк çынран тăракан сумлă жюри хакларĕ.

  Конкурса хутшăнакансен ÿсĕмне кура вăл виçĕ ушкăнпа – 2-4-мĕш,  5-6-мĕш тата 7-8-мĕш классем хушшинче  - иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем районти вĕрентÿ управленийĕн  Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç, вĕрентекенсемпе уява хатĕрлекенсем – Тав çырăвĕсене.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: