Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
24 Апрелӗн 2023, 15:41

Вырăс чĕлхипе тата технологипе иртнĕ олимпиадăсенче призерсем пулнă

Нумай пулмасть Екатеринбург хулинче  Раççей шайĕнчи вырăс чĕлхипе тата технологипе иртнĕ олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Вырăс чĕлхипе тата технологипе иртнĕ олимпиадăсенче призерсем пулнă
Вырăс чĕлхипе тата технологипе иртнĕ олимпиадăсенче призерсем пулнă

Тăххăрмĕш классем хушшинче иртнĕ ăмăртура Çтерлĕ хулинчи 1№ тата вуннăмĕш классем хушшинче Салават хулинчи 1№ гимназисенче вĕренекен хĕр ачасем призерсен шутне кĕнĕ.

Çавăн пекех çак кунсенче Раççей шайĕнчи технологипе иртнĕ олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене палăртнă. Теорипе практика турĕсем витĕр иртнисĕр пуçне ăмăртуçăсем хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Ку хутĕнче 9 классем хушшинче Ĕпхÿ хулин 5№ тата Бакалă ялĕн 1№ шкулĕсен вĕренекенĕсем малтисен йышне кĕнĕ. Вуннăмĕш классем хушшинче Ĕпхÿ хулинчи Ф. Х. Мустафина ячĕллĕ 20№ пушкăрт гимназинче вĕренекен хĕр ача тата Ĕпхÿ  хулин 83№ инженер лицейĕн вĕренекенĕ палăрнă.

Раççей шайĕнчи шкул ачисем хушшинче иртекен олимпиада Раççей Федерацинчи чи пысăк интеллектуаллă олимпиада шутланать. Унта çулсерен 6,5 миллион ытла пултаруллă ача хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ тата юлашки тапхăра тухнă призерăн дипломĕсем витĕмлĕ награда шутланаççĕ. Вĕсем шкултан вĕренсе тухакана Раççей патшалăх аслă шкулĕсене (олипиадăн профильне кура) экзамен тытмасăр вĕренме кĕме май параççĕ. Çак çăмăллăх  4 çула сыхланать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: