Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
25 Июлӗн 2023, 12:38

Пушкăртстанри шкул вĕренекенĕ Цюрихри олимпиадăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Швейцари çĕршывĕнчи Цюрих хулинче тĕнчери хими предмечĕпе 55-мĕш хут  иртнĕ олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Пушкăртстанри шкул вĕренекенĕ Цюрихри олимпиадăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ
Пушкăртстанри шкул вĕренекенĕ Цюрихри олимпиадăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Наука ăмăртăвĕ 1968 çултанпа иртет. Иртнĕ çул Раççейĕн пĕрлешÿллĕ команди 4 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Олимпиадăн программине теори тата практика ĕçĕсем кĕнĕ.

- Раççейри шкул вĕренекенĕсем Цюрих хулинче иртнĕ олимпиадăра хăйсене тивĕçлипе кăтартнă, тĕнче шайĕнчи ăс-тăн ăмăртăвĕсен пухмачне медальсемпе пуянлатнă. Пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче талантлă педагогсем пуррине куратпăр, вĕсем ачасене химипе кăсăклантарма пĕлеççĕ, çирĕп пĕлÿ, практика хăнăхтарăвĕсене параççĕ.  Вĕренекенсем те хăйсен пĕлÿ шайĕ çÿллĕ иккенне çирĕплетеççĕ. Ачасене тата вĕсен наставникĕсене саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума сунатăп, - тенĕ Çут ĕç министерствин пуçлăхĕ Сергей Кравцов.

Командăна Раççей шайĕнчи  химипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçисенчен пуçтарнă. Ылтăн медальсене Вадим Харисов (Пушкăртстан, Ĕпхÿ хули, республикăри инженерлă лицей-интернат), Никита Перов (Тутарстан, Хусан хули 131№ лицей), Сергей Росляков (Мускав хули,  Педагогика ăсталăхĕн центрĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул). Пухнă командăн ертÿçи МГУ хими факультечĕн профессорĕ Вадим Еремин,  ертÿçĕн çумĕ МГУ хими факультечĕн доценчĕ Александр Белов.

Вадим Харисов маларах Казахстанра иртнĕ 57-мĕш Менделеев олимпиадинче  ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăл иртнĕ çулхи тата кăçалхи шкул вĕренекенĕсен хушшинчи Раççей шайĕнчи олимпиадăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕн чăн çĕнтерÿçи шутланать. 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: