Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
27 Июлӗн 2023, 11:45

Сурдлимпиецсен вăййисене Сергей Ревин килсе çитнĕ

«Эпир пĕрле. Спорт» Сурдлимпиецсен çуллахи вăййисен трибунисем  çинче спортсменсемшĕн хумханакансен хушшинче Раççей Геройне, пирĕн çĕршывăн 113-мĕш космонавтне Сергей Ревина тĕл пулма май пур.

Сурдлимпиецсен вăййисене Сергей Ревин килсе çитнĕ
Сурдлимпиецсен вăййисене Сергей Ревин килсе çитнĕ

Сергей çĕр çумĕнчи хутлăхра 125 талăк ытла ирттернĕ. Вăйăсенче вăл Ярослав ывăлĕшĕн – турнир ăмăртăвĕн участникĕшĕн – хумханать. Сергей Ревин Раççейĕн теннис енĕпе сурдлимпиецсен хутăш командин Попечитель канашĕн председателĕ шутланать.

 - Эпир ывăлпа Пушкăртстанра темиçе хутчен пулнă. Вĕçевсем хыççăн «Яктыкуль» тата «Янгантау» санаторисенче сывлăха çирĕплетрĕм. Хальхинче Пушкăртстана Раççейĕн теннис енĕпе сурдлимпиецсен хутăш командин Попечитель канашĕн председателĕн статусĕпе килтĕм. Эпир сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман хĕрсемпе каччăсене спорта явăçтарма тата вĕсене ăмăртусене хутшăнма майсем тупса пама, çакăн валли спонсорсене явăçтарма тăрăшатпăр,  - каласа парать Сергей Ревин.

Сергей ывăлĕ ăмăртăва хутшăниччен Давлекан районĕнчи Калиновка ялĕнче вырнаçнă Аэрокосмос шкулне çитсе курнă, ачасемпе тĕл пулнă. Ярослав ашшĕнчен юлмасса тăрăшать. Тенниспа интересленет, пысăк çĕнтерÿсем тума ăнтăлать.

 - Эпĕ 2006 çултанпа теннис вылятăп. Мускав хулинчи начар илтекенсен Адаптациленĕ спорт шкулне çÿретĕп. Турцинче иртнĕ Сурдлимпиецсен вăййисенче тăваттăмĕш вырăн йышăнтăм. Астăватăп, пĕлтерĕшлĕ матч кунĕнче питĕ шăрăх çанталăк тăчĕ, 35 градуса яхăн. Мана çĕнтерме сывлăш çитмерĕ. Çакă кăмăла пăсрĕ те. Мĕншĕн тесен çĕнтерÿ çумрахчĕ. Кăçал вара çĕнтерме палăртатăп, условисем хăтлă. Çитес вăхăтра Израильти теннисистпа ăмăртăп. Вăл суйлав матчĕсенче мĕнле вылянине маларах пăхрăм, хак патăм. Пур вăйран тăрăшăп,  - палăртнă Ярослав.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: