Акă, çак кунсенче çеç шашка турнирĕ иртнĕ. Шашка вăййи вăл — хăйнеевĕрлĕ спорт тĕсĕ. Вăл ăс-тăн çивĕчлĕхне тарăнлатма, шухăшлава аталантарма пулăшать.
Тупăшăва клуб ертÿçи Наталия Федотова йĕркеленĕ. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем унта хаваспах хутшăннă. Камсем-ха вĕсем? Галина Петрова, Елизавета Герасимова, Наталия Никифорова «Пилеш» фольклор ансамбль пайташĕсем. Вĕсем мĕнле те пулин парне е вырăн çĕнсе илессишĕн тупăшман. Пĕрле пуçтарăнса вăхăта уйрăмах асра юлмалла тата усăллă ирттерме çав тери кăмăллă пулнине кайраклăксем пĕлеççĕ. Апла пулин те ăмăртакансем шашка хăми умне ларсан «çитермелле», «пемелле» выляман. Шашка вăййипе чăннипех те «чирлекенсем» хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, ăна ÿстернĕ. Çапла пĕр вырăнта чылай вăхăт ларса шухăшлама хистекен вăйă пурин кăмăлне кайнă. Йĕркелÿçĕ пурне те ăмăртăва хутшăннăшăн тав тăвать.
Ирида НОВИКОВА.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.