0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пĕчĕк спортсменсен 8 метрлă дистанцие хыçа хăварма тивĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем асăннă хушша хăйсене килĕшекен мелпе утса, упаленсе, кускаланса иртме пултараççĕ. Çак тупăшăва вĕсем аслисен пулăшăвĕсĕр пурнăçламалла, çийĕсенче ункайлă тумтир пулмалла. Чупăшăва çемçе сий тăрăх йĕркелĕç. Унта хутшăнакансем медальсемпе парнесене, финиша чи малтан килекен виçĕ пепке хаклă парнесене тивĕçĕ.
Тĕлĕнмелле спорт уявĕ «Кашкадан» паркра 13.00 сехетре иртĕ.