Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
18 Июнӗн , 17:17

Пушкăртстан - сыр регионĕ

Tvil турист сервисĕ   июнь уйăхĕн 18-мĕшĕ - Сыр тăвакансен кунĕ – тĕлне Раççейри тутлă сырсем тăвакансен рейтингне хатĕрленĕ.  

Пушкăртстан  - сыр регионĕ
Пушкăртстан - сыр регионĕ

Пушкăртстан 6-мĕш вырăна тухнă — пирĕн сырсемшĕн 7%  çын сасă панă.  Пушкăртстан сырĕсем Çурçĕр Осетинче тата  Ярослав облаçĕн Углич хулинче туса кăларакан («Пошехонский» тата «Российский» ятлă) сырсене кая хăварнă.  Рейтингра чи мала Кострома тата Адыгея сырĕсем тухнă.

Пушкăртстанра сыр производстви  çĕнĕ шая тухать.  Пелепейри сĕт комбиначĕпе пĕрле уйрăм хуçалăх производстви аталанать.  Июнь уйăхĕн вĕçĕнче республикăра чи лайăх «Адыгейский» сыр  хатĕрлекене тупса палăртĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: