Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
16 Июлӗн , 17:00

Федоровсем каллех малта!

Июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Д. З. Валеев ячĕллĕ 15-мĕш вăрман марафонĕ иртнĕ. Кашни çул ăмăрту тĕрлĕ ÿсĕмри профессиллĕ çăмăл атлетсене, чупăшăва кăмăллакансене пуçтарать.

Федоровсем каллех малта!
Федоровсем каллех малта!

Унта хутшăнакансем çичĕ тĕрлĕ дистанци иртеççĕ: 42,2 çухрăм (марафон)‚ 21‚1 çухрăм (çурма марафон), 10 çухрăм, 5 çухрăм, 2,5 çухрăм (пуçласа чупакансем валли), ачасем валли 400 тата 600 метрлă стартсем. Асăннă марафон вăрманта Дежнев путепровод çывăхĕнче 2,5 çухрăмлă çаврăмра иртнĕ.  

Ăмăртăва чăваш хĕрĕсем хутшăнни савăнтарать. Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнчи Дарина Федорова 2,5 çухрăма 7,58 минутра чупса тухса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн аппăшĕ Наталья та 10 çухрăм дистанцин кĕмĕл призерĕ пулнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ хĕлле ачери-биатлонпа (йĕлтĕрпе чупса ухăран перессипе) малти вырăнсем йышăнаççĕ пулсан çу кунĕсенче те ахаль лармаççĕ, çуран чупассипе ăмăртусене хутшăнаççĕ. Ăнăçусем, çĕнĕ çитĕнÿсем сире, хĕрсем! 

Федоровсем каллех малта!
Федоровсем каллех малта!
Федоровсем каллех малта!
Федоровсем каллех малта!
Федоровсем каллех малта!
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: