Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
24 Июлӗн , 16:00

Пушкăртстан спортсменки кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ

Мелеуз хулинчи «Тулпар»  клуб спортсменки Екатерина Наумкина Раççей шайĕнчи ут спортĕнчи  ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Пушкăртстан спортсменки  кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ
Пушкăртстан спортсменки кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ

Раççей шайĕнчи «Раççей кубокĕ» («Кубок России») виçĕ спорчĕпе (троеборье) иртекен ăмăртусем тата  регион шайĕнчи «Пысăк Урал çаврăмĕ» («Большой Уральский круг») ăмăртусем Свердловск облаçĕнче иртнĕ.  

Турнир пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Екатерина Наумкина Рональд лашапа чупăшса «Пысăк Урал çаврăмĕ» ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: