Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
27 Августӑн , 17:00

Ĕпхÿре вăйлă çынсен турнирĕ иртет

Август уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿ 450 çул тултарнине халалласа Пушкăртстанăн тĕп хулинче пĕтĕм тĕнчери вăйлă çынсен турнирне йĕркелеççĕ (+6).

Ĕпхÿре вăйлă çынсен турнирĕ иртет
Ĕпхÿре вăйлă çынсен турнирĕ иртет

Çĕршыври  тата çывăхри ют çĕршывсенчи чи вăйлă паттăрсем пĕтĕм тĕнчери турнирта вăй виçĕç. Вĕсен шутĕнче Белгородран килекен Давид Шамей тĕнче чемпионĕ, стронгмен (тĕрлĕ йывăр япаласемпе (çав шутра автомобиль кустăрмипе, газ балонĕпе)  хускану тăвакансем) енĕпе Тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ Валерий Савин (Сургут хули), Мухаммат-Али Тохтоматов (Кăркăстан) пулĕç. Мероприяти Кашкадан паркра иртет.

- Пушкăртстана Раççейри, Казахстари тата Кăркăстари вăйлă атлетсене Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен турнира йыхравлани вăл ăмартăвăн хăйне евĕрлĕхĕ, илемĕ пулса тăре, - тенĕ çак проекта йĕркелекен, Раççейри чи вăйла çын Эльбрус Нигматуллин.

Турнир 12.00 сехетре пуçланать. Кăмал тăвакансене пурне те кĕртеççĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: