Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
8 Сентябрӗн , 13:30

«Геочĕнĕве» хутшăнакансем çут çанталăк тата экологи министрĕпе Нияз Фазыловпа тĕл пулнă

Министр çамрăксене Гафури районĕнче ăмăрту иртнĕ чухне хавхалантарнă. Вăл каланă тăрăх, çак вырăна ăмăрту ирттерме ытахальтен суйласа илмен - район  геологсемшĕн кăсак та пуян. Кунта хăйне евĕрлĕ геологи разрезĕ вырнаçнă.

«Геочĕнĕве» хутшăнакансем çут çанталăк тата экологи министрĕпе Нияз Фазыловпа тĕл пулнă
«Геочĕнĕве» хутшăнакансем çут çанталăк тата экологи министрĕпе Нияз Фазыловпа тĕл пулнă

- Пирĕн республика пĕтĕм тĕнчери геологсен ăмăртăвне пуçарса ярса вăл Раççейри геологи центрĕ пулса тăнине çирĕплетет. Эпир пĕрле геологи ăслăлăхĕн никĕсне тăватпăр, геолог профессин пĕлтерĕшне çĕнетсе çĕклетпĕр, -  тенĕ Нияз Фазылов.

Министр пысăк предприятисем хăйсем валли "Геочĕнÿ"  ("Геовызов") ăмăртăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем хушшинче специалистсем суйласа илме сĕннине ырласа йышăннине палăртнă. Иртнĕ çул çак форума хутшăнакансенчен чылайăшсем хăйсем валли татăклăн професси çулне суйласа илнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: