Асăннă мероприяти иккĕмĕш çул ял хастарĕсем Виталипе Тамара Григорьевсем, ялти библиотекарь Елена Алексеева тăрăшнипе иртет.
Çырма çывăхĕнче, илемлĕ те айлăм вырăнта йĕлтĕр йĕрĕ яланах хатĕр. Ăна кÿршĕ Райман ялĕнче пурăнакан Владимир Инкин снегоходпа хатĕрлесе тăрать. Спорт уявне Суккул ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Олег Никитин, шкул директорĕ Валентина Дмитриева, Ермеккей ялĕнчи паллă спортсмен Дамир Бадреев, тивĕçлĕ канури учительсем, ĕç ветеранĕсем В. А. Петрова, В. И. Петрова, В. С. Михайлова, ял çыннисем, шкул вĕренекенĕсем, Иван Васильевăн мăшăрĕпе Алевтина Григорьевапа ачисем, мăнукĕсем пуçтарăннăччĕ.
Елена Владимировна библиотекарь пухăннисене Иван Васильевич ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçри тĕп пĕлтерĕшĕ, спортпа туслашма чĕнекен хистевĕсене аса илчĕ. Çавăн пекех физкультура вĕрентекенĕсене Петр Афанасьевич Федорова, Ольга Даниловна Павлована ырă сăмахпа асăнчĕ. Хальхи вăхăтра шкулта физкультура урокĕсене ирттерекен, çамрăк спортсменсене хатĕрлекен Николай Федорова палăртса хăварчĕ. Суккул ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Олег Никитин пухăннисене Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕпе, спорт уявĕ ячĕпе саламларĕ, ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Иван Васильевичăн кĕçĕн мăнукĕ Матвей Алексеев çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа «В землянке» (сăвви А. Сурков, кĕвви К. Листов) юрă кĕввине каларĕ, пуçтарăннисем пурте пĕрле 1942 çулта çырнă юрра юрларĕç.
Виталий Иокимович йĕлтĕрçĕсене виçĕ ушкăна пайласа эстафета йĕркелерĕ. Елена Владимировна «Хаваслă старт» вăййисене ирттерчĕ. Ăмăртăва пĕтĕмлетсе Олег Никитин эстафетăна хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе, мероприятие йĕркелекенсене Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх пĕчĕк парнесемпе чысларĕ. Уяв пылпа, пылак кучченеçсемпе, кукăль-икерчĕпе чей ĕçессипе вĕçленчĕ.
Çынсене пĕр тĕвве пухакан, пĕр-пĕринпе курса калаçма, спортпа туслашма май паракан уява йĕркеленĕ Виталипе Тамара Григорьевсене, Елена Алексеева библиотекаре чунтан тав тăватпăр.