-24 °С
Пӗлӗтлӗ
Турнир хĕрÿ те пысăк хавхаланупа иртнĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри шахматистсен çĕнтерÿшĕн чылай пуç ватма тивнĕ. Пурĕ çичĕ команда (кашнинче виçĕ çын пулнă) хутшăннă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Пушкăртстари чăваш наципе культура автономийĕн команди (капитанĕ – Владимир Яковлев, Пелепей районĕнчи ЧНКА ертÿçи) мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене ПР Халăхсен туслăх çурчĕпе Çтерлĕ хулинчи ЧНКАн туслă ушкăнĕсем пайланă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысланă.
Юрий СНЕГОПАД.