Урал сасси
+9 °С
Облачно
Ăмăрту
13 Августа 2025, 12:30

Торатау ту аркинче спорт уявĕ иртĕ

Август уйăхĕн  16-мĕшĕнче Торатау ту çывăхĕнче  «Спорт çĕрĕ-2025» («Земля спорта-2025») марафонăн регонти тапхăрĕ иртĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Торатау ту аркинче спорт уявĕ иртĕТоратау ту аркинче спорт уявĕ иртĕ
Торатау ту аркинче спорт уявĕ иртĕ

Пушкăртстанри спорт министерстви  пĕлтернĕ тăрăх, унта хутшăнакансем хăйсен вăйне масс-рестлинг, волейбол, футбол, вырăс лаптинче, ухăран перессинче, корэш кĕрешĕвĕнче, вăй экстримĕнче тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Темиçе номинацире çĕнтернисем Сочи хулинчи Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнĕç.

Уяв  9 сехетре пуçланать, ăна «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе тата «Спорт – пурнăç йĕрки» («Спорт- норма жизни») федераллă проектпа пурнăçлаççĕ.

Автор:Инга Алексеева