

Чи аслă утă çулакансен шутĕнче 91 çулхи кинемей пулса тăнă. Вăл - Шамсинур Гатиятовна Кулгарина, Юмагужино ялĕнчен тесе пĕлтернĕ социаллă сетьсенче район администраци пуçлăхĕ Борис Мелкоедов. Çавăнтах çулĕсемпе вуннăмĕш теçеткепе пыракан пенсионер çавапа утă çулнине ÿкернĕ видиопа та паллашма пулать.
Аякри çула пăхмасăр ăмăртăва хутшăнма Кармаскалăпа Баймак районĕсенчен те командăсем те килсе çитнĕ. Анчах та куракансене уйрăмах ватă кинемей ăмăртни тыткăна илнĕ.
«Утă вăхăчĕ» конкурса кунта иккĕмĕш çул йĕркелекелеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ йала-йĕркесене упраса хăварасси тата çамрăксене çак авалхи ĕçе хăнăхтарасси пулса тăрать тесе çирĕплетеççĕ уява йĕркелекенсем.
Юрий СНЕГОПАД.