Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
17 Мартӑн , 12:30

Çĕр икĕ çулхи кинемее юбилей медалĕпе чысланă

Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнакан Пелагея Леонтьева кăçалхи май уйăхĕнче 103 çул тултарать. Çак кунсенче вăрăм ĕмĕрлĕ кинемей патне Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов килсе çитнĕ.

Çĕр икĕ çулхи кинемее юбилей медалĕпе чысланă
Çĕр икĕ çулхи кинемее юбилей медалĕпе чысланă

Вăл Пелагея Николаевнăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа саламланă, юбилейлă медаль парса чыс тунă.

«Михайловка салинче пурнăçпа киленсе пурăнакан хастар кинемей пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă тесе кам калĕ-ха? Çакă чăннипех те тĕрĕс. Кăçалхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пелагея Николаевна Леонтьева 103 çул тултарать. Вăл Михайловкăри кăна мар, районти чи аслă çынсенчен пĕри шутланать. Кинемей паянхи кун куçлăхсăр вулать-çырать. Юлашки çулта çеç куçĕ начар курма пуçланине кулса калать. Тавах сире, ветерансем. Çак тăнăç пурнăçшăн тавах», - тесе çырнă Артур Зарипов социаллă сетьсенче.  

 

Çĕр икĕ çулхи кинемее юбилей медалĕпе чысланă
Çĕр икĕ çулхи кинемее юбилей медалĕпе чысланă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас