Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
21 Мартӑн , 15:50

Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль

Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Дарья Григорьевна Патраева чылай истори пулăмне, вăрçă синкерне хăй куçĕпе курнă. Вăрăм ĕмĕрлĕ кинемей 97 çула пуснă пулин те хаяр вăрçă кунĕсене паянхи пекех астăвать.

Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль
Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль

Март уйăхĕн 20-мĕшĕнче тыл ĕçченне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа саламлама ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрис Вахитов, вырăнти вулавăш ĕçченĕ Ольга Патраева килсе çитнĕ. Юрис Наилович Дарья Григорьевнана юбилейлă медаль парса чысланă, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми канми вăй хунăшăн, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе çутă малашлăхшăн ăнтăлнăшăн тав тунă.  

Кинемейĕн çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă çамрăклăх,  тертлĕ те асаплă ĕç çулĕ. Хĕрĕн çирĕпленсе çитеймен хулпуççийĕсем çине вăрçă нуши-терчĕ тиеннĕ, вăл аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ, вăйне панă. Çак кунсемпе çыхăннă астăвăм унăн чĕринче халĕ те упранать.

Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль
Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль
Вăрçă ветеранне, тыл ĕçченне – юбилейлă медаль
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас