Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
11 Апрелӗн , 14:00

Вăрçă ачисене халалласа палăк лартĕç

Мелеуз хулинчи Мухтав аллейинче вăрçă ачисене халалласа палăк вырнаçтарĕç. Çакăн пирки Мелеуз район администрацийĕн пуçлăхĕ Забир Габдуллин пĕлтернĕ.

Вăрçă ачисене халалласа палăк лартĕç
Вăрçă ачисене халалласа палăк лартĕç

Композици авторĕ – РФ тата ПР Художниксен союзĕн пайташĕ Игорь Павлов скульптор. Скульптура композицийĕ икĕ пĕтĕмлетÿллĕ сăнартан тăрĕ  – 160 сантиметрпа танлашакан хĕр ача тата çÿллĕшĕпе кăштах пĕчĕкрех арçын ача. Хĕр ача аллинче улăм кĕлти тытать, арçын ача – акапуç.

Автор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра аслисемпе пĕр тан вăй хунă ачасен ÿсĕмне кăтартса пама тăрăшнă.

Палăкăн эскизне «Вăрçă ачисем» («Дети войны») организаци пайташĕсем ырласа йышăннă.

«Çакă вăрçă нушисене тÿссе ирттернĕ çынсен ăрăвне хисеплени пулать. Вĕсен ачалăхĕ выçлăхлă-тутлăхлă тата тăлăх пурнăçран, арканнă çуртсенчен, хирсемпе заводсенчи йывăр ĕçрен, тăшман лагерĕнчен, Германи чуралăхĕнчен тăнă. Ир çитĕннĕ, çав вăхăтрах çулĕсене пăхмасăр ăслă та çирĕп пĕчĕк паттăрсем тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр асра пулĕ, - тесе çырнă Мелеуз район администраци пуçлăхĕ Забир Габдуллин.      

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас