Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
28 Апрелӗн , 15:00

Тирпей-илем хамăртан пуçланать

Çĕнтерÿ паркĕ вăл асăнупа культура хутлăхĕн пайĕсене пĕрлештерекен сăваплă вырăн шутланать. Вĕсене Совет Союзĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине халалласа тата мăн асаттесен паттăрлăхне асра тытса йĕркелеççĕ.

Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Тирпей-илем хамăртан пуçланать

Парк территорийĕсенче Тăван çĕршыва тăшман аллинчен ирĕке кăларассишĕн пуç хунă салтаксене сума суса палăксемпе асăну хăмисем вырнаçтараççĕ. Вĕсем хурланупа асăну кăна мар, çамрăксене патриотимзла воспитани памалли вырăн та пулса тăраççĕ.

Хăй вăхăтĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче те çакнашкал парк йĕркеленĕ. Тинĕскÿлсем хăйсен ялĕнче сăваплă вырăн пурришĕн чăннипех те мăнаçланаççĕ, ăна йĕркере тытма тăрăшаççĕ. Çакна пурнăçлас тесе вĕсем тăтăшах субботниксене пухăнаççĕ. Субботник  вăл - чăннипех те хамăр пурăнакан вырăншăн тăрăшакан çынсене пĕр чăмăра пухакан мероприяти. Унта халăх яланах йышлă хутшăнать: çамрăксем те, шкул ачисем те, ĕç коллективĕсем те айккинче юлмаççĕ.

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тинĕскÿл ял çыннисем аллисене шăпăр, кĕрепле, кĕреçе тытса хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ĕçе пысăк хавхаланупа пуçланă. Вĕсем тăкăннă çулçăсене, типĕ курăка, тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтарнă, йывăçсен хăрнă турачĕсене касса тирпейленĕ, чечексем лартма йăрансем хатĕрленĕ, Асăну палăкне сăрласа илемлетнĕ. Ял хастарĕсем çакăнпа кăна çырлахман, çак кунсенче вĕсем «Ешĕл Пушкăртстан» акцине тата республика шайĕнчи Экологи субботникне хутшăннă. Тинĕскÿлсем Çĕнтерÿ паркĕнче хыр хунавĕсем лартса Паттăрсен аллейине малалла тăснă. Çапла кашнийĕ акцие хутшăнса тăван тавралăха пуянлатас енĕпе хăйĕн тÿпине хывма тăрăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çинтинине халалласа паттăр салтаксен ячĕпе лартнă йывăçсем кашласа ÿсчĕр, вĕсем çынсене сывлăхпа савăнăç парнелеччĕр.

Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

 

Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Тирпей-илем хамăртан пуçланать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас