Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
29 Апрелӗн , 13:00

Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ

Федоровка салинче «Çĕнтерÿ çулăмне упратпăр» Пĕтĕм Раççейри акци шайĕнче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмне чĕртнĕ. Çак пулăма Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалланă.

Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ
Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ

Мероприятие «Газпром газораспределение Уфа» ПАО тĕп директорĕн çумĕ Александр Палаев тата Федоровка район пуçлăхĕ Венер Насретдинов хутшăннă.

Федоровка салинчи Паллă мар салтак палăкне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа 1975 çулта уçнă. Ăна «кăвак çулăмпа» тивĕçтерес тесе 17 метрпа танлашакан газ пăрăхĕ тăснă, газпа ĕçлекен оборудовани тата çăлтăр вырнаçтарнă, çулăма чĕртмелли тата сÿнтермелли ĕçе йĕркеленĕ. Çулăмăн пĕр пайне Ĕпхÿри асăну паркĕнчи тĕп Ĕмĕрлĕх çулăмран илсе килнĕ.

 - Пушкăртстан Республики «Çĕнтерÿ çулăмне упратпăр» Пĕтĕм Раççейри акцин черетлĕ тапхăрне хутшăнать. Федоровка районĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 9,8 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен 4 пин ытла паттăр вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Паян çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмне чĕртнĕ май Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене асăнса пуç таятпăр, - тенĕ Александр Палаев.

  

Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ
Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ
Федоровка салинче çĕнĕ Ĕмĕрлĕх çулăмĕ чĕртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас