Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
30 Апрелӗн , 15:00

Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ

Ĕнер, апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Пушкăртстанри икĕ чугун çул станцине Çĕнтерÿ поезчĕ килсе чарăннă. «Лебедянка» паллă паровоз ертсе пыракан поезда пĕтĕмĕшле 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ. Çакăн пирки Куйбышев чугун çул пресс-служби пĕлтернĕ.

Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ
Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ

Чăн малтан Çĕнтерÿ поезчĕ Ĕпхÿре чарăннă, каярах вăл Çтерлĕ хулине çул тытнă. Унта та уяв концерчĕ йĕркеленĕ, кăмăл пуррисене салтак пăттипе хăналанă.

Ретро-поезд йышĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи техникăран тăракан платформăсем тата «Вилĕмсĕр полк» пассажир вагонĕсем пулнă. Çĕнтерÿ поезчĕ пĕтĕмĕшле 3 пин ытла çухрăм иртĕ, ăна 14 станцинче курма пулĕ.

Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ
Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ
Çĕнтерÿ поездне 25 пин ытла çын кĕтсе илнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас