Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
6 Майӑн , 10:00

Кривле-Илюшкери кил картишĕнчи палăк кашнине хăй патне туртать

Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов чăваш хастарĕ хăйĕн кил картишĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене тата ятарлă çар операцине хутшăнакансене асра тытса, сума суса  палăк лартнă.

Кривле-Илюшкери кил картишĕнчи палăк кашнине хăй патне туртать
Кривле-Илюшкери кил картишĕнчи палăк кашнине хăй патне туртать

Анатолий Николаевич палăртнине Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне пурнăçа кĕртме шутланă.

- Çакă мана кăна кирлĕ мар, обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх темиçе теçетке çул иртсен те хаяр вăрçă тата асаттесемпе мăн асаттесен ĕçне малалла тăснă СВОна хутшăнакансен паттăрлăхне асра тытмалла. Ăрусен çыхăнăвне, Раççей çыннисем паттăр пулнине, вĕсем ятарлă çар операцинче хăюллă çапăçнине, Раççей салтакĕсем калама çук вăйлине шăпах çакăнта курма пулать. Яланах çакăн пек пулнă та, малашне те çакăн пекех пулĕ. Асăнннă палăк нимрен хăраман паттăрсене аса илтерĕ, пире Тăван çĕршывшăн хастар ĕçлеме хавхалантарĕ, - тенĕ Анатолий Ефремов хăйĕн пуçарăвне мĕншĕн йĕркеленине ăнлантарса панă май.

Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.  

Кривле-Илюшкери кил картишĕнчи палăк кашнине хăй патне туртать
Кривле-Илюшкери кил картишĕнчи палăк кашнине хăй патне туртать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас