Пур хыпар та
Ҫӗнтерӗве - 80 ҫул
16 Майӑн , 10:00

Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 128-мĕш стрелоксен дивизийĕ йышĕнче хăюллă çапăçнă Исмагил Басареевăн çырăвĕсене Ĕпхÿре пурăнакан кĕçĕн мăнукĕ Эмиль Басареев тупнă. Фронтран янă çырусене пушкăрт чĕлхипе араб эрешлĕ сас паллисемпе çырнă пулнă.

Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă
Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă

Эмиль Басареев каласа панă тăрăх, мăн аслашшĕ колхозра ĕçленĕ, 1943 çулхи май уйăхĕнче ăна çара чĕнсе илнĕ. Алкино салинче вĕренÿ курсĕ иртнĕ хыççăн фронта тухса кайнă. Вăл темиçе хутчен аманнă. Исмагил Басареев 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ленинград çывăхĕнче паттăрла пуç хунă. Ăна Синявская çÿллĕшре тăванла вил тăпринче пытарнă. Нумай пулмасть Эмилĕн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ вилнĕ амăшĕн япалисене тирпейлесе хунă май çичĕ çыру тупнине пĕлтерсе шăнкăравланă. Паллах, çамрăкăн мăн аслашшĕ мĕн çырнине пĕлес килнĕ. Çавăнпа вăл БСТ телеканалпа кăтартакан «Йома» тĕн программин авторĕнчен Мурат Лукмановран пулăшу ыйтнă. Шăпах вăл çырусене куçарса панă та.

Вăрçă паттăрĕ кашни çырăвне «Манăн чи хаклă çыннăма санăн Исмагилунтан пысăк салам» сăмахран пуçланă.  Вăл çырусене хăйĕн юратнă мăшăрне халалланă. Гайширен ачисем мĕнле пурăннине, çĕр улми лартнипе лартманнине, утçи мĕнле иртнине, выльăх-чĕрлĕх йĕркеллĕ çитĕннипе çитĕнменнине ыйтса пĕлнĕ. Хăйĕн çинчен вара пачах сахал çырнă. Пĕр çырăвĕнче операцие хатĕрленнине, тепринче контузи илнине, пĕр хăлхи илтме пăрахнине пĕлтернĕ. Арăмĕ вăл сывă таврăнассине тĕлĕкре курнипе курманнине те ыйтса çырнă.

Ислам Басареев юлашки çырăвне 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче янă. Унта вăл совет салтакĕсемшĕн, уншăн кĕл тума ыйтнă. Мĕншĕн тесен лару-тăру йывăр пулнă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл вилнине пĕлтерекен хут килнĕ.     

Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă
Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă
Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă
Ĕпхÿ çынни мăн аслашшĕн фронт çырăвĕсене тупнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас