Çакна шута илсе Куюргазă районĕнчи чăваш культура обществи (председателĕ – Ирина Игнатьева) «Çĕнтерÿ утăмĕсем» («Шаги Победы») сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 12 ĕç килнĕ.
Çак кунсенче Кривле-Илюшке шкулĕнче ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Конкурса хутшăнакансем, парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнисем Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасене Куюргазă районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Ирина Игнатьева саламланă. Çавăн пекех вăл Куюргазă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Д.З. Акилова парнесемшĕн тав тунă.
Куюргазă районĕ.