Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнчи культура çуртĕнче Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕ (ертÿçи – филологи наукисен кандидачĕ Е.И. Иванова) «Вăрçă хĕрарăмĕсем» музыкăпа театрализациленĕ композици кăтартнă. Ăна чăвашла лартнă.
«Вăрçă хĕрарăмĕсем» музыкăпа театрализациленĕ композици – чĕресен диалогĕ, аса-илÿсен иккĕмĕш пурнăçĕ. Вăхăт машини куракансене вăрçă çулĕсене илсе çитернĕ. Композицинче Тăван çĕршывăн Асла вăрçине, хаяр кунсене хĕрарăм куçĕпе кăтартса панă. Медицина сестрисем, снайперсем, пилотсем, партизансем, диверсантсем, связистсем – хĕрарăма вăрçăра кам кăна пулса çапăçма тÿр килмен…Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕ.
Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕ.