САЛАМЛАНИСЕМ
30 Марта 2022, 04:30

Алексей Александрович РОДИОНОВ

Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă та вашават кукаçие, асаттене, мăн кукаçие Алексей Александрович РОДИОНОВА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Алексей Александрович РОДИОНОВАлексей Александрович РОДИОНОВ
Алексей Александрович РОДИОНОВ

Март уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн хаклă та юратнă çыннăмăр хăйĕн çавра юбилейне паллă турĕ. Вăрçăпа тата ун хыççăнхи вăхăтпа тÿр килнĕ ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Вăл çуралнă вăхăтра ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçнă. Амăшĕ ывăлне курман та пуль, вăл кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхозра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн çемьере тата икĕ ывăл, тăватă хĕр çуралнă. Чăваш ачин пурнăçĕ хĕн пулсан та вăл вĕренме тăрăшнă, вăтам шкул, техникум пĕтернĕ. Михайловка совхозĕнче механик, гараж заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Ăна сахал мар Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе, медальпе чысланă. Тăрăшулăхпа хастарлăхне кура пĕр хутчен çеç мар ял Канаш депутатне те суйланă. Галина Николаевна мăшăрĕпе пĕр хĕр те икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ.
Хаклă çыннăмăр, юбилейпе саламласа сана нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса, мăшăрупа ачусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Çын хушшинчи хисепÿ упрантăр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса, ăнса пыччăр.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем,
кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас