Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
12 Июлӗн 2023, 09:05

Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Аркадий Русаков çыравçă

Çак кунсенче Казахстан Республикинчен ырă хыпар килсе çитрĕ. «Ази литератури – 2023» конкурсăн (ăна Султан Бейбарс çуралнăранпа 800 çул тата Казахстанпа Египет çĕршывĕсем хушшинчи дипломатиллĕ хутшăнусене йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине халалланă) пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Аркадий Русаков çыравçă
Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Аркадий Русаков çыравçă

Чăвашла çыракансем хушшинче паллă сăмах ăстисем те, ытлашши палăрманнисем те пур. Хайлавсене жюри пайташĕсем Марина Карягина пултаруллă çыравçă (вăл председатель), Виталий Родионов филологи наукисен докторĕ, Надежда Сельвестрова сăвăç хак панă. «Конкурса хутшăнакансем йышлă пулмарĕç пулин те хамăр, чăвашсем, пурри çинчен пĕлтерни питĕ те паха», – тесе çырать ватсапри ушкăнра Марина Федоровна.
Поэзи анинче Гран-прие Галина Матвеева çĕнсе илнĕ. Любовь Федорова – пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Валентина Семеновапа Николай Ижендей пайланă. Вĕсем пурте Чăваш Енрен.
Прозăра Гран-прие Петр Кудрявцев тивĕçнĕ. Ульяновск хулинчи Елена Алексеева-Аксупи çыравçă-журналист, проза ăсти пĕрремĕш пулнă, пирĕн Федоровка тăрăхĕнчи Аркадий Русаков çыравçă иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Мĕнех, пурне те çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатпăр тата чăваш литературине аталантарас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватпăр. Аркадий Никандровича уйрăм тав сăмахĕ. Малашне те тухăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Юрий НИКОЛАЕВ.

Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Аркадий Русаков çыравçă
Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – Аркадий Русаков çыравçă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: