Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Октябрӗн 2023, 11:30

Алевтина Владимировна ЕМЕЛЬЯНОВА

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Кистенлĕ ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, кукамайпа асаннене, сумлă тăвана Алевтина Владимировна ЕМЕЛЬЯНОВАНА чаплă юбилейпе, 75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр!

Алевтина Владимировна ЕМЕЛЬЯНОВА
Алевтина Владимировна ЕМЕЛЬЯНОВА

Юбилей ячĕпе эпир сана çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр те тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу сунатпăр! Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул. Тăван кил ăшшине упраса пурăнма, ачусемпе мăнукусен пархатарне курса савăнма малашне те вăй-хăвату çителĕклĕ пултăр. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ырă сунса – икĕ ывăлĕпе кинĕсем, икĕ хĕрĕпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем тата тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: