Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Кӑрлач , 14:25

Михаил Ильич ГРИГОРЬЕВ

Пелепей тăрăхĕнчи Илкел ялӗнче пурӑнакан хаклӑ та юратнӑ мӑшӑра, аттене, ырӑ кӑмӑллӑ та вашават кукаçие Михаил Ильич ГРИГОРЬЕВА 75 ҫулхи юбилей ячӗпе!

Михаил Ильич ГРИГОРЬЕВ
Михаил Ильич ГРИГОРЬЕВ

Ӗмӗрӳ вӑрӑм, кун-ҫулу такӑр, телейӳ тулли, сывлӑху ҫирӗп пултӑр, ҫывӑх ҫыннусен юратӑвӗпе тимлӗхне туйса пурӑнма сунатпӑр.
Мĕн сунар сана паян?
Мĕн кирли йăлт пултăр сан:
Иксĕлми вăй-хал, хастарлăх
Çирĕп сывлăх, вашаватлăх,
Çемьере ялан татулăх.
Пурнăçу сан пултăр тулăх.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Эс пире ÿстернĕ.
Пурнăçра телей пилленĕ.
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ!
Ӑшӑ салампа – мӑшӑрӗ, Татьянăпа Марина хĕрĕсем тата мӑнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: