Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Кӑрлач , 14:30

Михаил Сергеевич ТРИФОНОВ

Пушкӑртстанри чӑвашсен Пӗрлешевӗн, Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн, «Боевое братство» ветерансен пӗрлӗхӗн вӗри чӗреллӗ пайташне Михаил Сергеевич ТРИФОНОВА 65 ҫулхи юбилей ячӗпе!

Михаил Сергеевич ТРИФОНОВ
Михаил Сергеевич ТРИФОНОВ

Хисеплӗ ветеран 1983-1985 ҫç аслă прапорщик званипе Афган вӑрҫи витӗр тухнӑ. Ҫар ҫыннисем нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсан та алӑ усса лармаҫҫӗ. Михаил Сергеевич та шкул ачисене патриотла воспитани парас енĕпе тÿпе хывать тата обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнать.
Хисеплӗ Михаил Сергеевич, сире юбилей ячӗпе саламласа хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, телейлĕ те вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.Ҫулсем иртнӗшӗн кулянмасӑр, ҫывӑх ҫынсен хисепӗпе, ырлӑхӗпе, пÿлӗхҫӗ панӑ кунсемпе савӑнса пурăнмалла пултăр!
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.
Ырлӑх-сывлӑх Турӑ парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
Ăшă салампа - Пушкӑртстанри чӑвашсен Пӗрлешӗвӗ, чӑваш наципе культура автономийӗ,
«Боевое братство» ветерансен пӗрлӗхӗ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: