Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Кӑрлач , 13:15

Василий Сергеевич АНТОНОВ

Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Иглин салинче пурăнакан пултаруллă чăваш çыравçине, 30 кĕнеке авторне тата литература анинче паянхи кун тухăçлă ĕçлекен ĕçтеше Василий Сергеевич АНТОНОВА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Василий Сергеевич АНТОНОВ
Василий Сергеевич АНТОНОВ

Хăйĕн пĕр сăввинче сăмах ăсти çапларах çырать:

«Хăш чух ыйту пусса çитет те –

Сасартăк канăç çухалать.

Кун-çулăм усăллă иртет-и?

Кам унăн пайтине курать?..»,- тесе ыйтать вăл хăйĕнчен хăй.

Çак ыйтусем çине хурав парса, хисеплĕ Василий Сергеевич, çапла калас килет: «Пурте йĕркеллех, пайтине вара вулакан курать». Апла пулсан эсир вулакан валли çут тĕнчене килнĕ, çÿлти Турри те çавăнпах  сире çĕр çине янă. Чăваш литература лаççинчи «сунтал сассине»  пуянлатма тата илем кÿме.

Эпир сире чаплă юбилейпе саламласа чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вулакансене савăнтарса пурăнма вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Куçусем телейпе çуталччăр, ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр. Çак тĕнчере хăв тунă ырă ĕçсем каяла темиçе хут ÿссе таврăнччĕр.

«Урал сасси» хаçат редакци коллективĕ, «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: