Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Кӑрлач , 12:10

Пушкăртстан Пуçлăхĕ çамрăксене Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламланă

Радий Хабиров палăртнă тăрăх, студент çулĕсем вĕсем -  çĕнĕ тавракурăма, пĕлÿлĕхе тата культурăлăха шырамалли тата уçмалли тĕлĕнмелле вăхăт.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ çамрăксене Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ çамрăксене Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламланă

«Сирĕн шухăшăрсем, вăй-халăр, тĕнчене лăйăхрах тума тăрăшни малалла аталанма пулăшать», - тенĕ регион ертÿçи.

Паянхи кун республикăри аслă шкулсенче Пушкăртстанран, Раççейĕн ытти регионĕсенчен тата ют çĕршывсенчен 100 пин ытла студент пĕлÿ илет. Çамрăксем хăйсене наука ĕçĕсенче тата инновациллĕ проектсенче хастар кăтартаççĕ, академиллĕ  куçăмлă (мобильность) программăсене, волонтер юхăмĕсене хутшăнаççĕ, ăнăçлă стартапсемпе курнăçлă (амбициозный) поектсене пурнăçа кĕртеççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ, профессиллĕ тата пултарулăх конкурсĕсемпе спорт ăмăртăвĕсенче  мала тухаççĕ.

«Наука тата университетсем» наци проекчĕ талантсене пурнăçа кĕртме тата аталантарма çĕнĕ майсем туса парать. Часах Европăпа Азин наукăпа вĕрентÿ центрĕн Аслă шкулсенчи студентсен кампусĕ хăйĕн алăкĕсене уçса ярĕ», - аса илтернĕ республика пуçлăхĕ.

Хальхи вăхăтра Пушкăртстанри виçĕ аслă шкул «Приоритет 2030» программăна хутшăнаççĕ. Ĕпхÿ наука тата технологисен университетĕнче «Пулас моторсем» («Моторы будущего») малта пыракан инженери шкулĕ ĕçлет. Вырăнти аслă шкулсем «Университетри технологи предпринимательствин тĕллевĕсем» («Платформа университетского технологического предпринимательства») федераллă проекта хастар хутшăнаççĕ.

«Пирĕн çĕршыв паян пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртет. Вĕсене пурнăçлама эсир тата сирĕн наставниксем, вĕсем те хăй вăхăтĕнче студентсемех пулнă, вăй-хал çитермелле. Хăвăрăн плансемпе ĕмĕтĕрсене вĕçне çитерессе шанса тăратăп. Пушкăртстан тата Раççей аталанăвĕшĕн усăллă ĕç тăвасса та шанатăп», -  пĕтĕмлетнĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: