Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Нарӑсӑн , 11:45

Галина Геннадьевна МАТВЕЕВА

Пелепей хулинче пурăнакан уçă кăмăллă та хисеплĕ тусăмăра Галина Геннадьевна МАТВЕЕВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Геннадьевна МАТВЕЕВА
Галина Геннадьевна МАТВЕЕВА

Хаклă тусăмăра чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, тулăх та тăнăç пурнăç сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, телей кÿрекенни санпа юнашар утчăр, хуйхă-суйхă санран аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтленни яланах пурнăçлантăр. Ачусемпе мăнукусен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн.
Сана сунатпăр çутă ăраскал,
Çăлкуç таппи пек иксĕлми вăй-хал.
Тус-тăванран ан татăл ĕмĕрне.
Çак йĕркесем саншăн пулччăр парне.
Ăшă салампа – Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан Бориспа Ольга тантăшĕсем тата
вĕсен ачисемпе мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: