Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Нарӑсӑн , 11:40

Марина Анатольевна КУЛЯКОВА

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Кистенлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче ĕçлесе пурăнакан хаклă та юратнă хĕрĕме, мăшăра, аннене, йăмăкпа аппана тата тăвана Марина Анатольевна КУЛЯКОВАНА 50 çулхи çавра юбилейпе саламлатпăр!

Марина Анатольевна КУЛЯКОВА
Марина Анатольевна КУЛЯКОВА

Ҫак чаплӑ юбилей ячӗпе эпир сана ҫирӗп сывлӑх, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмĕр, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу сунатпăр! Яланах хаваслӑ та ырӑ, ҫамрӑк та илемлĕ, пултаруллă та тараватлă пул. Сăн-питÿ савăнăçпа ялкăштăр, çутă ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр, тӑван кил ӑшшине упраса нумай-нумай ҫул пурӑн. Çемйĕрте юратупа килĕшÿ, татулăхпа çураçу хуçаланччăр. Ачусен, тăванусен ырлăхĕпе савăнса, мăнаçланса пурăнмалла пултăр. Пархатарлă ĕçÿ киленĕç кÿтĕр, пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хăвату çитсе пытăр.
Ăшă салампа – амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, пиччĕшĕпе инкĕшĕ, аппăшĕпе йыснăшĕ, шăллĕпе кинĕ тата тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: