Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Нарӑсӑн , 09:00

Юрий Харитонович ЛЕОНТЬЕВ

Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакан Пушкăртстан тата Чăваш республикисен хисеплĕ таврапĕлÿçине, ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, пултаруллă музей ертÿçине Юрий Харитонович ЛЕОНТЬЕВА сумлă юбилей ячĕпе!

Юрий Харитонович ЛЕОНТЬЕВ
Юрий Харитонович ЛЕОНТЬЕВ

Хисеплĕ Юрий Харитонович, çавра юбилейпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, çăлкуç пек тапса таракан вăй-хал, çитĕнÿ, çемьере килĕшÿпе юрату, тăнăçлăх сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунăрпа çамрăк пулăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсем хавхалану кÿрсе тăччăр.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан,
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Татăлма ан пĕлтĕр укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, ăнлану хуçалантăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрере.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: