Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Нарӑсӑн , 09:55

Александр Матвеевич ЛЕОНТЬЕВ

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялӗнче пурӑнакан хаклă та юратнă аттене, ырă кăмăллă та вашават кукаçие Александр Матвеевич ЛЕОНТЬЕВА 70 ҫулхи юбилей ячĕпе!

Александр Матвеевич ЛЕОНТЬЕВ
Александр Матвеевич ЛЕОНТЬЕВ

Юратнă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн ӑшшӑн саламлатпӑр. Турă парнеленĕ ĕмĕрĕн сукмакне такăрлатма ҫирӗп сывлӑх, ытам тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, çутă кун-çул, канлӗ ватлӑх сунатпӑр. Хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, хуйхă-суйхă аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтÿсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Ачусемпе мăнукун, çывăх çыннусен тимлĕхĕпе ăшшине туйса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр. Эпир сана питĕ юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр.
Ăшă салампа – хĕрĕпе кĕрÿшĕ тата Софья мăнукĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: