Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Нарӑсӑн , 11:15

«Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар, уншăн пурте кар тăрар»

Паян - Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ. Унăн историйĕ 1918 çулпа çыхăннă. Шăпах февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарне йĕркеленĕ, арçынсем РСФСР халăх комиссарĕсен Канашĕ декрет кăларсан хăйсен ирĕкĕпе çара çырăннă. Çавăнтанпа 106 çул иртрĕ пулсан та, унăн ячĕ тĕрлĕрен улшăннине пăхмасăр, çак пĕрлĕхе тĕнчери нимĕнле усал вăй та  çĕнтерекен пулман-ха, пулмĕ те. Çавăнпа та эпир, Раççей çыннисем, çак куна тивĕçлипе паллă тума пултаратпăр. Уйрăмах паянхи лару-тăрура ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене асра тытса.

«Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар, уншăн пурте кар тăрар»
«Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар, уншăн пурте кар тăрар»

Уяв ячĕпе çĕршыв хÿтĕлевçисене саламлас йăла анлă сăралнă. Хальхи пурнăçăн çĕнĕ технологийĕсемпе усă курса чăваш арĕсене те ирех социаллă сетьсемпе чадсенче саламлаççĕ. Хашĕ-пĕрисен çеç илсе пăхар. «Тăван çĕршыв хутĕлевçин кунĕ ячĕпе чун чĕререн саламлатăп. Раççей хутĕлевçисем пысăк паттăрлăхпа, хĕрÿ хастарлăхпа, иксĕлми хăюлăхпа тата Тăван çĕршыва чунтан парăннипе уйрăлса тăраççĕ. Çĕршывăмăр хÿтĕлев пултарулăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетес ĕçе халалланă мĕнпур çынна тав тăватăп. Сире пĕтĕм чунтан тăнăçлăхпа çирĕп сывлăх, ырлăх тата ăнăçу сунатăп», - тесе çырать Çтерлĕри ЧНКА ертÿçи Оксана Федорова.

Çавăн пекех республикăри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Ирина Сухарева истории наукисен докторĕ саламлать: «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ вӑл - хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявě. Тӑван ҫӗре хӳтӗлесси яланах чыслӑ тивӗҫ шутланнӑ. Сире чунтан саламлатпӑр! Эсир - пирӗн ҫӗршывӑн, халӑхӑн, ҫемьен хӳтӗлевҫисем. Сире пурне те вӑрӑм ěмěр, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хал, ырлӑхпа телей  сунатпӑр», - тенĕ Ирина Витальевна салам сăмахĕсенче.

Пушкăртстанри чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ ятĕнчен унăн председателĕ Федор Кузьмин саламлать: «Хисеплӗ Совет Çарӗн ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра хӗсметре тӑракан салтаксем, ҫарти медицина ӗҫченӗсем, ятарлă çар операцинче паттӑрӑн Раҫҫей патшалӑхӗн, уйрӑмах Донбасс, ҫыннисене хӳтӗлекенсем!

Сире паянхи уявпа - Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗпе - чун-чӗререн саламлатăп. Çăмăл мар служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн сире пысăк тав. Эсир пирĕн çĕршывăн, халăхăн, тăван çемьесен мухтавĕ. Сире пурсăра та вăрăм ĕмĕр, çирĕп вăй-хал, ырлăхпа телей тата малашлăхăн мирлĕ пуласлăхне сунатăп».

Салам çыравĕсем татах та пур. Вĕсемпе эсир тĕрлĕ  социалла ушкăнсенче е чадсенче паллашма пултаратăр. Эпир те редакци ĕçченĕсем хамăрăн вулакансене тата мĕнпур паттăр Раççей хÿтĕлевçĕсене çак чаплă уяв ячĕпе саламлатпăр. «Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар, уншăн пурте кар тăрар» халăх хушшинче çурекен каларăша аса илсе ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: