-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Çуркунне сире тĕлĕнмелле хавхалану, çутă кăмăл, чылай пысăк та таса шухăш-ĕмĕт илсе килтĕр, вĕсене пурнăçа кĕртме шанчăк çураттăр. Юратнă та çывăх çыннăрсем кашни кун тимлĕх тата юрату уйăрнипе савăнтарччăр.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ сире нумай-нумай чечек, савăк йăл кулă тата ăшă саламсем парнелетĕр. Иксĕлми телей, çемьере ырлăх, çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл сунатăп.
Людмила БАДРЕТДИНОВА, Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ, ПР Хĕрарăмсен союзĕн правленийĕн пайташĕ, медицина наукисен докторĕ, академик.