Лира Аркадьевна Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологипе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçлĕ пурнăçне Çтерлĕ патшалăх педагогика институчĕн наци шкулĕнче вырăс чĕлхине вĕрентессипе ĕçлекен кафедрăра ассистент пулса пуçланă. 2000 çултан аслă преподаватель, тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ. Этнолингвистикăпа, халăх сăмахлăхĕпе, чăваш литературин историйĕпе çыхăннă 170 ытла ĕçĕн авторĕ.
Тухăçлă та тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, чăваш чĕлхипе литературин специалисчĕсене хатĕрленĕшĕн, Пушкăртстан халăхĕсен эткерлĕхне сыхласа хăварассишĕн, аталантарассишĕн пысăк тÿпе хывнăшăн вăл Пушкăртстан тата Чăваш Республикисенчи ведомствăсен чылай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, 2023 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Илемлĕ юбилей, паллă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Хастарлăхупа пултарулăху нихăçан та ан чактăр, çĕнĕ ĕмĕтсемпе ĕçсене пурнăçлама хавхалану, вăй-хал, ăс-тăн çитсе пытăр. Çемьере килĕшÿпе юрату, татулăхпа ăнлану хуçаланччăр. Мĕн шутланисем пурнăçланса, ĕçĕрсем ăнса пыччăр.
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр ăшпиллĕ хĕвел.
Савăк сар кайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.