-5 °С
Юр
Сирӗн куҫӑрсем телейпе ҫиҫчӗр, питӗрте яланах йăл-кулӑ вылятăр, юнашар лайӑх та ырă кăмăллă ҫынсем ҫеҫ пулччăр. Ҫавӑн пекех ӑнӑҫу, пултарулӑх тата ăслăлăх ĕçĕнче малашне те ҫитӗнӳсем тума, ҫемьере ырлӑх та татулăх, шанчӑклӑ туссем сунатпӑр. Эсир тӑван халӑхшӑн туса пыракан ӗҫĕрсем пире тухӑҫĕпе савăнтарччăр. Уяв ячĕпе Сире!
Савса юрлатăр шăпчăк юрă,
Хĕвел лăпкатăр шевлипе.
Илемлĕ пултăр пурнăç çулĕ,
Ан туйсам çулсем иртнине.
Ăшă салампа – Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕсем.