Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
29 Мартӑн , 09:30

Вера Тарасовна НИКОНОРОВА

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, педагогика ĕçĕн ветеранне, обществăлла ĕç хастарне Вера Тарасовна НИКОНОРОВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Вера Тарасовна НИКОНОРОВА
Вера Тарасовна НИКОНОРОВА

Вера Тарасовна 1949 çулхи март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вырăнти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сихунти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне 1966 çулхи сентябрь уйăхĕнче «Карламан» совхозăн Йăмранти уйрăмĕн ферминче ĕне сăваканран пуçланă. 1968 çулхи апрель-август уйăхĕсенче библиотекарь ĕçне илсе пынă, çав çулхи сентябрь уйăхĕнчен Йăмранти шкула кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса вырнаçнă. 1967-1970 çулсенче Ĕпхÿри педагогика училищинче кĕçĕн классен вĕрентекенĕн специальноçне алла илнĕ. 1983 çулта Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен историпе обществознани учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ. Вырăнти шкулта историпе таврапĕлÿ музейне йĕркеленĕ. 2004-2008 çулсенче Пионерсен çуртĕнче хушма пĕлÿ паракан педагог пулса тăрăшнă.
Вăл - нумай статьяпа кĕнеке авторĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин чăн пайташĕ, Пушкăртстан Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи. Ăна «Ĕç ветеранĕ», Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин «Истори ăс-хакăлне упранишĕн», «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсемпе, тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Хисеплĕ Вера Тарасовна, сире паллă юбилейпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, телей кÿрекенни сирĕнпе юнашар утчăр, хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтленни яланах пурнăçлантăр. Ачăрсемпе мăнукăрсен юратăвĕпе тимлĕхĕ ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: