Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Июлӗн , 11:40

Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ

Авӑркас районӗнчи Меселпуç ялӗнче пурӑнакан чӑваш чунлӑ, тӑван халӑхшӑн ҫунса тӑракан мăшăра Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕНЕ ЫЛТӐН туй ячĕпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр.

Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ
Иван Васильевичпа Людмила Исааковна ЕФИМОВСЕМ

Сирӗн ҫемйӗр пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх. Кăçалхи çемье ҫулӗнче эсир пӗтӗм Раççей шайӗнче кӑтартмалли, мӑнаҫланмалли ҫемье. Мӗнле кӑна мероприятисене хутшӑнман, пархатарлӑ ӗҫсем туман пуль эсир хисеплӗ Людмила Исааковна тата Иван Васильевич. Сирӗн ачӑрсем питĕ ӑслӑ, ӗҫчен, сӑпайлӑ та пултаруллӑ. Пӑхса, курса савӑнса пӗтерме ҫук. Сирӗн ҫемье вучахӗ нихӑҫан та ан сӳнтӗр, телейӗ ан иксӗлтӗр, ҫемйĕрте яланах савӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ самантсем çеç пулччăр, вĕсем малалла утма хавхалантарса, вӑй-хал парса пыччăр. Сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр.
Ырă сунса та хисеплесе – ПР чăвашсен Канашĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: