Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Сентябрӗн , 09:55

Георгий Захарович ОРЛОВ

Хамăр халăхăн пултаруллă та сумлă çыннине, 2001-2012 çулсенче Пушкăртстан Республикин Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Георгий Захарович ОРЛОВА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Георгий Захарович ОРЛОВ
Георгий Захарович ОРЛОВ

Георгий Захарович чăвашлăха, хамăр халăх чĕлхипе культурине, историне упраса хăварас тата аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă çын. Унăн тĕп çитĕнĕвĕсенчен пĕри – 2006 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче Çтерлĕ представительствине уçни. Çав вăхăтра унăн директорĕ те хăйех пулнă. Вун икĕ çул хушшинче асăннă вĕренÿ шкулĕ 2,5 пин специалист хатĕрленĕ. Георгий Захарович Чăваш наци конгресĕпе çирĕп çыхăну йĕркелес ĕçре чылай пуçару тунă. Унăн пуçарăвĕпе Толбазăра чăваш культура центрне йĕркеленĕ.
Георгий Захаровича малашне те чăвашлăхшăн пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕччĕр, чĕрĕрте яланах савăк кăмăл хуçалантăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: