Хаклă аннеçĕм, паян эпир сана пурте туслăн çуралнă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм, анлă Атăл пек вăрăм кун-çул сунатпăр. Эсĕ - питĕ ăслă та илемлĕ çын, пирĕн мăнаçлăх. Пĕр пĕчченех пилĕк ачана тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратма пултартăн. Пире яланах хăвăн чун ăшшине, савăнăçлă куллуна парнелетĕн. Хаклă çыннăмăр, яланхи пекех ырă кăмăллă та ытармалла мар илемлĕ, вашават асанне, кукамай, пурне те ăнланакан анне пул. Кашни куну савăнăçпа, телейпе тултăр, сывлăху, вăй-халу кунран-кун хутшăнса пытăр. Эпир сана юрататпăр, санпа мăнаçланатпăр.
Ах, аннемĕр, анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр, анне.
Ăшă салампа – ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.