Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
22 Октябрӗн , 10:10

Зоя Сергеевна КУЗЬМИНА

Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, хаклă та хисеплĕ кукамая, тимлĕ те вашават асаннене Зоя Сергеевна КУЗЬМИНАНА 86 çулхи çуралнă кунĕпе!

Зоя Сергеевна КУЗЬМИНА
Зоя Сергеевна КУЗЬМИНА

Хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата та нумай çул хавхаланса утма çирĕп сывлăх, тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах. Эсĕ пирĕншĕн тÿпери сар хĕвел пекех. Эпир сана юратни, хисеплени вăй-хăват çеç хушса пытăр.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, 10 мăнукĕпе 11 кĕçĕн мăнукĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: